Блог civmih2

Регистрация

Календарь

<< Февраль 2013  

Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28

Теги

çĕнĕ çул  çĕнĕ вĕренÿ çулĕ  çĕнĕллĕ ĕçлеме тивет  çĕрпÿ  ĕç укçи  аттестаци  выставка  грант  директор блогĕ  интернет олимпиада  интернет телевидени  кăрлач сивви  конференци  кризис  кулăшла  курс  курссем  михайловкăри тĕп шкул  ответлăх  проект  сивĕ  столовăй  хăна  хут çыратпăр  чăваш  чăвашла  шкул  шкул бюджечĕ  шкул директорĕ  шкулта  шкулти юсав ĕçĕсем  шыв  юсав ĕçĕсем 

На странице

RSS - подписка

Шкул директорĕ

1|2

Вăхăт хăвăрт иртет

Вăхăт хăвăрт иртет. Нумай пулать кунта кĕрсе çырманни. Кашнинчех хамăн шухăшсене кĕскен те пулин çыратăп тетĕп — кашнинчех вăхăт çитмест, кашнинчех темле ĕç тупăнать. Тен малалла çырса пыма манмăп. Нумай çырман пирки сăмахламалли нумай. Пурпĕр кĕскен кăна çырăп. Кăçалхи çул каллех вĕренÿпе пуçланчĕ. Пĕлтĕр çулталăкĕпех вĕрентĕм. Икĕ хутчен урăх квалификаци илмелле пулчĕ: пĕри вĕрентÿри мененджер, тепри — информатика учителĕ. Халĕ ав — чăваш чĕлхипе литература. Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен!
Пĕлтĕр унсăр пуçне шкулăн тăррине тимĕрпе витме май килчĕ. Тĕксĕм хĕрлĕ тĕслĕ. Аякранах курăнать. Йывăрри пайтах шкул пурнăçĕнче — анчах вĕсем пурте чиперех иртрĕç, тавах турра.

Теги: курссем|шкулти юсав ĕçĕсем|çĕнĕллĕ ĕçлеме тивет

Пĕтĕм Раççейри конференцие хутшăнтăм

Шăмат кун информаци технологийĕсемпе Пĕтĕм Раççейри конференцие хутшăнма тиврĕ. Матер-класс лартса панăччĕ мана. Çын сахал пулчĕ вăл кун. Çавăнпа та мастер класс та пулмарĕ темелле. Тем мар. Малашне туллирех пуласса шанатăп.

Теги: конференци

Информатикăпа экзамен пулчĕ

Аттестаци тухас тесен информатикăпа та экзамен тытмалла. Юн кун шăпах çавăн пек ĕçе хутшăнма тиврĕ. 34 ыйтуран тăракан тестшăн 50 балл пухма пулатчĕ — 48 пухрăм. Юлашки ыйтусемпе кăна пĕр 25 минут ларма тиврĕ. Нимле те тÿрех майне тупаймарăм. Юлашкинчен пурпĕрех хуравне тупрăм. Халĕ аттестацин юлашки тапхăрне хатĕрленме пуçларăм. Мĕн кĕтет — пĕлместĕп-ха.

Теги: аттестаци

Тест тухрăм

Шкул директорĕсене аттестацилемелли пĕрремĕш тапхăрти тест пулчĕ паян. Тем ăнмарĕ ирех. Малтан эп йышăннă компьютер серверпа çыхăнаймарĕ. Ирĕксĕрех ăçта та пулин компьютер пушанасса кĕтсе ларма тиврĕ. Унтан, тест ыйтăвĕсене хуравласа пĕтернĕпе пĕрехчĕ, компьютер ланкса ларчĕ. Нимле те малалла каймарĕ — хăть çурăлса кай. 45 минут ĕçлени-хуравлани харама кайрĕ. Виççĕмĕшĕнче юрать-ха ыйтăвĕсем çăмăлтарах пулчĕç - пăнчисене хăвăртах лартса тухрăм. Темиçе ыйтупа пуç ватса ларма тиврĕ. Пĕтĕмпех хуравласа пĕтернĕ тĕле пĕр 10 минут пек юлнăччĕ. Малалла асапланса ларас килмерĕ — мĕн пулать те мĕн килет тесе вĕçлемелли кнопкăна пусрăм. 100 балл пуçтарнă иккен — пурне те тĕрĕс хуравланă. Кĕтменччĕ. Кайран ыйткаласа пĕлтĕм те — ман пеккисем татах пур иккен. Савăнтăм, пĕр сăмахпа каласан.

Теги: аттестаци

Вĕренсе килтĕм

Вĕренсе килтĕм. Нумай çĕнни, хальччен пĕлменни тупăнчĕ. Ахальтен пулмарăм. Курсра проект çырса куртăм. Унччен ун пек проектсемпе аппаланманччĕ. Кирлĕ япала иккен. Пурнăçа, ĕçе йĕркелеме май парать. Çак кунччен эп ун пирки пĕлмен мар паллах. Пĕлнĕ, анчах пирĕн  "çĕнĕлĕхсем» уйăхсерен лавĕпех килеççĕ. Кашнин тĕшшине кĕрсе пăхма, танлаштарма вăхăчĕ те, майĕ те çук.

Теги: курс|проект

Вĕренме каяп

Ырантан директорсен курсне вĕренме каятăп. Хамăн çине тăма тиврĕ. Кунтан никам та вĕренме ярас çук. Кайса килсе калаçса татăлмалла пулчĕ.

Теги: курссем

Олимпиада пуçланчĕ

Интернет олимпиада пуçларăм. Халлĕхе регистраци пырать. Малтанхи кунсенчех регистрациленме пуçларĕç. Анчах та хальхинче пин çынна çитеймест  пуль-ха. Çитес пулсан питĕ йывăр килет вара.

Теги: интернет олимпиада

Интернет олимпиада

Ашмарин çуралнăранпа 140 çул, Чăваш сăмахĕсен кĕнеки пичетленме пуçланнăранпа 100 çитнине халалланă интернет олимпиада положенине хатĕрлесе çитертĕм. Ыйтăвĕсене тахçанах пуçтарма пуçларăм-ха. Питĕ интереслĕ çын пулнă, 65 чĕлхе пĕлнĕ теççĕ. Ĕненесех килмест. Кун пек ыйтăва паллах олимпиадăна тăратма çук. Ыттисем те самаях интереслĕ пулĕç-ха.
Шупашкарта наци билиотекине кайса килмелле-ха. Унта материалсене тупма самай çăмăлтарах.

Теги: интернет олимпиада

Хут ĕçĕсем нумай

Хут ĕçĕсене татса пĕтерме çук. Çыр та çыр. Кайса пар. Каллех килеççĕ. Каллех çырмалла.  Чи кирлĕ хутсене çырса пĕтернĕ. Ытти курăнать унта. Вĕренме кайса килмелле. Хăш-пĕр япаласене ăнланма çук. Хальхи вăхăтра вĕренÿ системинче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Енчен те ку хутсене кăна çырса ларас пулсан пурнăçран юлма пулать.

Теги: хут çыратпăр

Интернет телевидени

Интернет телевидени тăвас шухăш пуçа ваттарать. Видеоматериал пуçтарма пуçăнтăмăр. Мĕнле те пулин йĕркелесе ярая пулать ку ĕçе çитес вăхăтра, анчах хăш-пĕр йывăрлăх пур. Мĕнле те пулин татса парасах пулать вăл ыйтусене. Вĕренме кайса килес шухăш пур-ха.

Теги: интернет телевидени

Пуçларăмăр

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçларăмăр. Халăх ытти çулсенчипе танлаштарсан самаях пуçтарăнчĕ. Районтан та, вырăнти предприятисенчен те хăнасем пулчĕç. Парнесем, чечексем… яланхи пекех. Ачасен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1 ача чакрĕ. Нумай мар та — тенденци пĕтмерĕ-ха. Мĕнле те пулса ăна хамăра май çавăрса ямалла. Вăт, ăçта вăл пуçа ватмалли… Тĕпчеме, планлама тивет. Чи йывăрри — çынсене ăнлантарса парасси…

Теги: çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сисĕнмесĕрех çитрĕ. Вĕри çу иртсе кайрĕ. Пур енĕпе те ытла вĕри пулчĕ ку çул. Тем те пулса иртрĕ, тем те курма тиврĕ. Халь çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçламалла. Паян кунĕпе ун валли плансем тăватăп. Çын ĕмĕтсĕр пурăнмасть тенĕ пек — малашлăха пăхатăп. аталану çулне шыратăп. Пирĕн пек тĕп шкулсен шăпи иккеленÿллĕ — çав кулянтарать те мана. Çав вăхăтрах вилĕм çтмесĕрех «вилни» те усă парас çук. Пĕлтĕрхи çул япăх мар иртрĕ темелле. Лайăх вĕренекенсем чакмарĕç. Çаплипех 50 процент урлă кăтартусем. Конкурсемпе олипиадăсенче те кăтартусем çук мар. Кашни ик-виç ача пуçне пĕрер хисеплĕ вырăн тивет. Лайăх пек. Муниципалитет экзаменĕсем çеç кăштах хумхантараççĕ. Кăтартусем ытлашши савăнармаççĕ. Иккĕсем çук пулин те — математика шайĕ шкулта хавшак пулни сисĕнет. Ĕçĕ ытларах учиельсенче ĕнтĕ. Урăх тупасси пирки шутлас пулать пулинех…

Теги: çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Чăваш Президенчĕн грантне тивĕçрĕм

Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕçнине ĕнентерсе свидетельство пачĕç паян районти педагогсен конференцийĕнче. Ĕçĕме хаклани савăнтарать паллах. Ĕçлесен — пулать теççĕ чăвашсем. Малалла та ĕçлесчĕ. Ĕçĕме хисеп тунăшăн пурне тав тăвас килет.

Теги: грант

Республикăри конференци

Пирĕн шкул виçĕм кун республикăри педагогсен конференцине выставкăпа хутшăнчĕ. Унта эпир Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ĕçĕпе паллаштартăмăр. Çынсем пирĕн ĕçе лайăх хак параççĕ. Эпир ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсем уйрăмах кăсăклантараççĕ вĕсене. Министерство та кăмăллă юлнă пек туйăнчĕ. Пирĕнни пек пуян сĕтел пирĕн кукăрта урăх пулмарĕ. Информаци технологийĕсемпе ытти шкулсенчен кăшт маларах пыни мана савăнтарчĕ.

Теги: выставка

Пулас Президент килмеллеччĕ

Шкула пулас Президент Игнатьев килмеллеччĕ паян. Мана шкултах пулма хушрĕç. Сасартăк плансем улшăнма пултарасран ĕнтĕ. Кĕтсе лартăм. Кун ахалех иртрĕ. Кĕтессинчен усалли çук иккен.

Теги: хăна

Хăна килмест

Паян кĕтнĕ хăна хăйĕн планĕсене улăштарни çинчен пĕлтерчĕç. Юрĕ ĕнтĕ… Шкултан тухаймарăм кăçал. Канасси те пулмарĕ. Килте купипе ĕçччĕ. Ăна та тăваймарăм отпуска кайса. Шкула чылай çĕнетрĕмĕр ĕнтĕ. Хми кабинечĕ, медкабинет, столовăй, спортзал, фойе, территори, шкул çулне çитмен ачасен пÿлĕмĕсем… Тата ытти вак ĕçсем туллиех пулнă. Ахаль иртмерĕ çу.

Теги: хăна

Художник та пултăм

Авалхи юлташа фойери панона йĕркене кĕртме чĕнтĕм. Вăхăчĕ сахалтарах пулсан та килчĕ. Икĕ кун иккĕн сăрă хăйпăннă, ÿкерчĕк шупкаланнă вырăнсене тÿрлетрĕмĕр. Хĕрсем мачча-стенана çĕнетрĕç. Малтан та çутăччĕ кунта, халь сапăрлансах кайрĕ тата ытларах. Манăн вара кăштах художник пулма тиврĕ. Икĕ кун хушшинче ĕлкĕрес çук та тус. Вăл мана палитра туса парса пысăк лаптăксене сăрлама ыйтрĕ. Вĕçнерех хам та палитра тума вĕренме пуçларăм. Кăткăс ĕç иккен, çав вăхăтрах интереслĕ те. Паллах, кунĕпе ура çинче тăрса ĕçлени ывăнтарать. Ĕнер ав çур çĕр иртсе пĕрреччен чакалантăмăр.

Теги: хăна

Спонсорсем тупăнчĕç

Шыракан тупать теççĕ. Паян икĕ çын укçа пачĕç. Тепри керамзитпа пулăшрĕ. Чылайăшĕ пулăшма кăмăл тумарĕç. Пĕри: «Сана пулăшнăшăн мана никам та тав тăвас çук,» - терĕ. Эп тав тума пултарни, çынсем ăна тав тăвасси ăна нимĕн чухлĕ те интереслентермест иккен. Пĕр мих керамзит ыйтрăм (территоринче купа тĕпĕсем пур та) - ăна та памарĕ. Вăт пăрçа!!!

Теги: хăна

Хăна килет

Пирĕн шкула хăнасем килесси çинчен пĕлтерчĕç. Кĕтсе илес пулать. Укçа çитменни кăна куллянтарать.  Ĕçĕ мăй таран. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе пур-çук укçана пĕтерсе пăрахрăмăр та…

Теги: хăна

Телевидени килчĕ

Шкула республика телевиденийĕ килесси çинчен малтанах пĕлтерсе хучĕç. Кăштах, шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленĕ хыççăн, канап тенĕччĕ — пулмарĕ. Каллех хатĕрленме, каллех ĕçлеме тиврĕ. Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн парса хăварнă ĕçсене вĕçлеме тиврĕ. Вак-тĕвек пулмалла мар ун пек çĕрте. Тата пĕтĕм халăха кăтартаççĕ. Мĕн тумаллине турăмăр, анчах… прокуратура хăйне мухтать ытларах. Вĕсем тăрăшнăран çакăн пек лайăх иккен. Вĕсем хутшăнман пулсан ним те пулмалла мар пек ăнлантараççĕ. Тепĕр тесен мана пурпĕрех. Хам шутланине, хамăн плансене пурнăçлама майсем пулччĕр кăна. Вĕсем хăйсен ĕçне тăваççĕ, эпир хамăрăнне. Пĕтĕмĕшле пĕр ĕçех тунă пек пулать. Пĕр уйрăмлăх кăна пур. Вĕсем хут çыраççĕ — эс чĕлхе кăларса чупатăн мĕн те пулин тăвасчĕ, укçине, çыннисене, майне тупасчĕ тесе. Пĕр вăхăтрах диектор та, электрик те, сантехник те, санбженец та, платник те, тата, мур пĕлет, такам пулма тивет хăв шутланине тăвас тесен. Хăв шутланине тунă хыççăн кăна директор пукнĕ çине сывлăш çавăрма ларан — сывлăш çавăрма параççĕ пулсан паллах. Вăт, пурнăç!!! Пурпĕрех, темле йывăр пулсан та, кăмăлăм тулли.

Теги: юсав ĕçĕсем

1|2