Блог civmih2

Регистрация

civmih2

Шкул директорĕ

<<< Пулас Президент килмеллеччĕ
Чăваш Президенчĕн грантне тивĕçрĕм>>>

Республикăри конференци

Пирĕн шкул виçĕм кун республикăри педагогсен конференцине выставкăпа хутшăнчĕ. Унта эпир Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ĕçĕпе паллаштартăмăр. Çынсем пирĕн ĕçе лайăх хак параççĕ. Эпир ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсем уйрăмах кăсăклантараççĕ вĕсене. Министерство та кăмăллă юлнă пек туйăнчĕ. Пирĕнни пек пуян сĕтел пирĕн кукăрта урăх пулмарĕ. Информаци технологийĕсемпе ытти шкулсенчен кăшт маларах пыни мана савăнтарчĕ.

Теги: выставка