Блог civmih2

Регистрация

Календарь

<< Февраль 2013  

Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28

Теги

çĕнĕ çул  çĕнĕ вĕренÿ çулĕ  çĕнĕллĕ ĕçлеме тивет  çĕрпÿ  ĕç укçи  аттестаци  выставка  грант  директор блогĕ  интернет олимпиада  интернет телевидени  кăрлач сивви  конференци  кризис  кулăшла  курс  курссем  михайловкăри тĕп шкул  ответлăх  проект  сивĕ  столовăй  хăна  хут çыратпăр  чăваш  чăвашла  шкул  шкул бюджечĕ  шкул директорĕ  шкулта  шкулти юсав ĕçĕсем  шыв  юсав ĕçĕсем 

На странице

RSS - подписка

1|2

Шкула йышăнчĕç

Районтан килнĕ комисси шкула тÿрех йышăнчĕ.  Эпĕ вĕсем килнĕ çĕре кăçал шкула çĕнĕ вĕренÿ хатĕрленĕ май мĕн-мĕн тунине список туса çырса патăм. Ĕненмерĕç. «Ку тума палăртни пуль?» - теççĕ. Çук, мĕн-мĕн туни тесен кăмăлĕсем тулли пулчĕç, курса çÿренĕ май тĕлĕнсе пычĕç çеç.  Вăт, çапла.

Теги: юсав ĕçĕсем

Туалет та пулать

СанПиН ыйтнине тума май килчĕ. Столовăйра нихăçан та туалет пулман. Пÿлĕмĕ пулнă-ха, анчах туалетне туса хăварма шутламан строительсем. Кашни тĕрĕслеврех санитари службинчен ят илтме тиветчĕ. Кăçал çине тăрсах туалета хута ярас терĕм — предписани çырса паман пулин те. Ытти предписанисене те пурнăçлатпăр, ку та пулать.

Часах

Часах шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнмалла. Паян столовăйра ĕçлеме пуçларăмăр. Сварщик шыраса чун тухатчĕ. Йĕркеллисем çук — пурте калыма тухса кайнă е тĕп ĕçре те пуш вăхăт тупаймаççĕ. Аран-аран тупкаларăм. Час пулмасть пулсан та ĕç ерипин малаллах шăвать. Юрать-ха тăххăрмăш класс пĕтернĕ ачасем канализаци туртма бетон урайсене шăтарса парса хăварчĕç. Ыттине тăватпăрах. 20-мĕшчен вăхăт нумаях юлмарĕ пулин те — ĕлкĕрмелле.

Теги: юсав ĕçĕсем|столовăй

Медкабинет пулса пырать

Медкабинет çине тăрса тăватпăр. Паян канализаци туртса пĕтертĕмĕр. Унитазс, раковинăсем лартма пуçларăмăр. Сăрă ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Урай сартăмăр. Малтан директор кабинечĕ пулнă пÿлĕм сăнĕпе пуçĕпех улшăнчĕ. Директор валли пуш пÿлĕм пур. Анчах ун патне ал çитеймен-ха. Унччен столовăйне йĕркене кĕртмелле, хими кабинетне туса пĕтермелле…

Юсав ĕçĕсем

Шутсăр нумай ĕç пуçтарăнчĕ. Шкулта арçын алли çитменни касать. Медкабинет тумалла — 80 процент ĕç ар валли. Аптрамалла.

Экзаменсем

Экзаменсем вĕçленсе пыраççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи ачасем хавшакрах. Çулпа çул пĕр килмест çав. Анчах та тĕп çитĕнÿ пур теме пулать — иккĕсем хальлĕхе çук. Вĕрентекенсем тăрăшăвĕ куçкĕретех — тав вĕсене.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленетпĕр

Кăçалхи çул йывăр килет шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе. Укçи-тенки çукки пĕр хуйхă, унтан ытла тĕрлĕ тĕрĕслевсем шкул умне татса пам йывăр ыйтусем кăларса тăратаççĕ. Ахаль те вĕçе-вĕç çыхăнтарса пынă вăхăтра вĕсем пирĕн пуç нине тата пысăкрах нушасем теççĕ. Кăларса тăратнă ыйтусенчен нумайăшĕ пирĕн пурнăçа çĕнĕ СанПиНпа килнĕскерсем. ВĔсене пурнăçа кĕртме сахалтан пĕр 5 çул кирлĕ. Пире вара васкатаççĕ. Пĕтĕм тĕнче кризисра тăнă чухне вăл пирĕн пата çитмен теççĕ-ши? Кирек мĕнле пулсан та эпир хамăр умра тăракан ыйтусене татса пама тăрăшатпăр, уссăр васкатни ниме те пĕлтермест пек туйăнать мана…

Теги: шкулти юсав ĕçĕсем

Вăт, пурнăç!!!

Паян вуласа лартăм интернетра. Малалла шкулсен хăйсен те кăштах та пулин укçа ĕçлесе илмелле иккен! Чăнах çапла пулать-ши вара? Ĕненме йывăр. Мĕнпе ĕçлесе илме пултаратпăр-ши эпир, шкулта ĕçлекенсем, тата шкул? Тата мĕн чухлĕ ĕçлесе илмелле пулать пирĕн? Кунран кун йывăртарах.

Паллах, халь мĕн пулассине калама йывăр. Анчах та кун пек ĕçрен пăрăнма çукки куçкĕретех. Шкулсене утă уйăхчен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерме хушаççĕ. Сăлтавĕ, ан шутпа, шкулсене çĕнĕ калăпа кĕртнипе çыхăннă ку, мĕншĕн тесен шăпах утă уйăхĕнчен пуçласа çĕнĕ саккуна пурнăçа кĕртме тытăнмалла тесе пĕлтереççĕ интернет çăлкуçĕсем.

Пурăнсан куратпăр.

Теги: çĕнĕллĕ ĕçлеме тивет

Ĕçлемелле, вĕренмелле

Те ĕçлемелле, те вĕренмелле…. Паян электрохуçалăх енпе вĕрентме пуçларĕç районта. Чи кулăшли — эпир вĕренсе тухсан пирĕн ответлăх ÿсет иккен. Капла, ответлăх сахалтарах имĕш. Ма вара укçа парсах вĕренмелле? Шÿтлесе калатăп та. Тен кирек мĕнле шÿтре те чăнни пур,э? Эпир, шкул директорĕсем кашни кун вĕреннĕрен пуль, интересленсех вĕренетпĕр. Кирлĕ вĕт. Кулленхи ĕçре усă куратпăр. Усă курмасан урлă килме пултарать. Питĕ хăруш ĕç çав пирĕн… Мĕн тăвăн — ăçта та пулин тар тăкмалла çыннăн…

Теги: кулăшла|ответлăх

Сивĕ

Çанталăк питĕ сивĕтсе кайрĕ. Халиччен те пулман мар=ха кун пекки, анчах та питĕ вăраха тăсăлать кăрлач хаярĕ. Паян вăн тĕллĕн-тĕллĕн, айлăмсенче, 42 градуса çитнĕ теççĕ. Ĕçлеме те йывăр. Сивĕпе çын кăна мар, техника та аптрать. Паян ирех шыв башнинче автаматика ларнă. Башнăра шывĕ çук — вăл пур тулли тесе кăтаратать. Аран-аран йĕркелесе ятăмăр. Юрать-ха, капла кăна пулчĕ. Ыран валли ăшăтмалла теççĕ-ха. Ăшăттăр. Унсăррăн тата темле асап курма тивĕ…

Теги: çĕрпÿ|шыв|сивĕ|кăрлач сивви

Шкул сайчĕ — 5 çулта

Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Шкул сайчĕн статистикине пăхас тесе кĕтĕм те — пирĕн сайт 5 çул çул туларнине асăрхарăм. Шутламан та ун пек пуласса. Хăвăрт иртет вăхăт. Ун чухне пĕр пĕчĕк страница кăна тунăччĕ. Халĕ ĕнтĕ ÿссе кайрĕ. Пăхса тăма та йывăр. Информацине çĕнетсе çитерме вăхăт сахал мар каять. Анчах та ĕçе тытнă улсан йĕркеллĕ пурне те килĕшмелле тăвас килет-çке. Шкул сайчĕ хура сăн илнĕренпе те икĕ çул çитете иккен кĕçех — улăштарма вăхăт пуль. Анчах вĕренÿ çулĕ пынă вăхăтра унпа аппаланса ларма та йывăртарах. Тен çулла майламалла, йĕркене кĕртмелле пулать ăна. Хура тĕс — тĕп тĕссенчен пĕри тата унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк-ха ĕнтĕ. Анчах нумай çынна килĕшмест вăл. Хура пулсан пĕтĕмпех хура туйăнать-ши вĕсене? Хура тумлă сайтсем сахал мар паллах. Шкул çутăлăх, малашлăх виçи пулнăран улăштармалла пулать пуль. Тепĕр тесен, тĕрĕсех ĕнтĕ ку. Вăхăт тупас пулать…

Çĕнĕ шрифт пирки

«Паратайп» фирма хатĕрленĕ шрифтсем пирки пĕр-ик сăмах калас килет. Шрифчĕ пурри питĕ аван. Анчах та кунта ыйтусем те çук мар. Чăн малтан, шрифт кÿлепи нумайăшне тивĕçтерменни е тивĕçтерме пултарайманни. Ĕçре усă курма меллĕ теме çук ăна. Тепĕр çитменлĕхĕ чăвашла шрифтсене тĕрĕсех мар ÿкернине асăнмалла. Çавăн пиркиех халлĕхе латин пайĕнчи шрифтсемпех усă курма тивет пуль. Малашне ĕç-пуç лайăхланаса шанас килет.

Кризис паллисем пĕтмен-ха…

Кризис паллисем пĕтмен-ха. Кăçалхи бюджет çавăн пирки калать те. Хуçалăх нушисемпе çыхăннă укçа-тенкĕ çителĕклĕ марри сисĕнмеллипех сисĕнет. Ĕç укçи енчен вара пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Апла вĕрентÿ ĕçне лайăхлатмалли мелсем те нумайланаççĕ. Учительсен çулталăкĕнче, паллах, ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пире те, шкул ертÿçисене те, ĕçлеме, ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме майсем туса парать.

Теги: шкул бюджечĕ|михайловкăри тĕп шкул|ĕç укçи|шкул|кризис

1|2